Ак ачасен ҫуллахи каникул вӗҫленчӗ те — авӑнӑн 1-мӗшӗ ҫитрӗ. Шкул ачисем, студентсем вӗренӳ заведенийӗсене ҫул тытрӗҫ. Паян — пӗлӳ кунӗ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Чӑваш Енре пурӗ 503 шкул ӗҫлӗ. 126 пин ача ҫӳрӗ (2009-2010-мӗш вӗренӳ ҫулӗнче 125,8 пин пулнӑ). Пӗрремӗш хут партта хушшине 12 842 ача ларӗ (малтанхи ҫул — 12 208). 2009-10 вӗренӳ ҫулӗнче пӗр вӗрентекен ҫине вӑтамран 13 ача (Раҫҫейре — 10) килнӗ. Вӑтамран классенче 19,59 ача пулнӑ (Раҫҫейре — 18), вӑл шутра хула шкулӗсенче — 24,93; ялтисенче — 15,55.
2010-2011 вӗренӳ ҫулӗнче икӗ ҫӗнӗ шкул хута кайӗ: Патӑрьел районӗнче Сӑкӑт шкулӗ уҫӑлӗ, Тӑвай районӗнче — Кивӗ Элпуҫ шкулӗ. Ҫуртсене темиҫе уйӑх каялла ҫеҫ хӑпартма пуҫланӑ пулин те раштав уйӑхӗ тӗлне вӗсене уҫасшӑн. Сӑмах май, юлашки 10 ҫул хушшинче республикӑра шкулсем валли пурӗ 152 ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ.
Республикӑра хальхи вӑхӑтра 439 шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗ ӗҫлет, вӗсене пурӗ 53 728 ача ҫӳрет.
22 аслӑ вӗренӳ заведенине пурӗ 73 409 студент вӗренӗ.
Мускавран, Шупашкартан радиопа е инҫекуравпа паракан передачӑсенче тӑтӑшах пушарсем пулни, вӑрмансем ҫунни ҫинчен тата вут-кӑвартан сыхланмалли йеркесем пирки асӑрхаттарсах тӑраҫҫӗ.
Иртнӗ ҫулхи типӗ курӑксене ҫунтарасси йӑлана кӗрсе кайни самай сиен кӳрет. Акӑ Тӑвай районӗнчи Йӑнтӑрчӑ ялӗнче, ӳчӳкре, типӗ курӑка вӑрман хӗрринче чӗртсе янӑ та ҫавна пула вӑрмана вут хыпса илнӗ.
Лартса чӗртнӗ чӑрӑш, хыр, лиственница йывӑҫҫисем ҫуннӑ. Юрать-ха, ҫав вӑхӑтра ана ҫине тислӗк тӑкакан Геннадий Фомин ҫийӗнчех асӑрхать ҫакна, хӑйӗн ҫемйипе, юлташӗсемпе пушара сӳнтерме васкать. Телефонпа районти пушар чаҫне те пӗлтерет. Геннадий Алексеевич ӗҫе тӗрӗс йӗркелесе пынипе тата пушара сӳнтерекенсем тӑрӑшнипе вут-ҫулӑма вӑрах алхасма памаҫҫӗ.
Пушара сӳнтерекенсем каланӑ тӑрӑх, Геннадий Фомин ҫийӗнчех вут-ҫулӑма сӳнтерме мерӑсем йышӑнман пулсан, ҫил вӑйлӑ пулнипе вӑрман 30–40 гектар таран ҫунма пултарнӑ. Ҫил тепӗр еннелле вӗрнӗ пулсан, яла, Тӑвайкикассине те куҫма пултарнӑ вут-кӑвар.
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫанталӑк хӑйӗн ӑшшине ытлашшиех палӑртмарӗ — юрӗ те ҫӑватчӗ, сивӗ ҫилӗ те пите чӗпӗте-чӗпӗте илетчӗ. Шупашкарти «Mega Galaxy» культурӑпа кану центрӗнче вара питӗ ӑшӑччӗ — кунта 15 сехетре «Чӑваш пики-2010» ӑмӑрту пуҫланчӗ.
«Чӑваш пики-2010» ята илес тесе 12 хӗр тупӑшрӗҫ — хӑйсен пултарулӑхӗпе, сӑпайлӑхӗпе, илемлӗхӗпе тата маттурлӑхӗпе мала тухма тӑрӑшрӗҫ. Пикесем ҫак районсемпе хуласенчен пулчӗҫ — Ананьева Ольга (Етӗрне), Иванова Наталия (Канаш районӗ), Кириллова Аня (Комсомольски районӗ), Томасова Татьяна (Краскоармейски районӗ), Андреева Татьяна (Муркаш районӗ), Кудрявцева Алина (Патӑрьел районӗ), Александрова Наталия (Сӗнтӗрвӑрри районӗ), Краснова Марина (Ҫӗмерле районӗ), Королева Алиса (Тӑвай районӗ), Арсентьева Ольга (Шупашкар), Иванщикова Екатерина (Шупашкар районӗ), Михайлова Надежда (Элӗк районӗ).
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче (вӑл кун эрнекуна лекет) Шупашкарти «Mega Galaxy» ятлӑ культурӑпа кану центрӗнче «Чӑваш пики-2010» ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Кӑҫал вӑл 4-мӗш хут пулӗ.
Ӑмӑртӑва пурӗ 17-25 ҫулхи 13 хӗр хутшӑнӗ. Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар, Элӗк районӗн пикисем пулӗҫ. Шупашкар хулинчен те пӗр хӗр хутшӑнӗ.
Ӑмӑртуҫӑсен чи хитре, чи маттур, чи сӑпайлӑ, чи ӗҫчен пике вырӑнне йышӑнма хӑйсене тӗрлӗ енчен кӑтартма тивӗ — чӑваш халӑх йӑли-йӗркисемпе ун кун-ҫулне те пӗлмелле, чӑваш тумне тӑхӑнса хӑйсен илемне те кӑтартмалла, пултарулӑхпа та палӑрмалла. Ӑмӑрту вӗҫӗнче вӗсен тата жюрие чӑвашсен апат-ҫимӗҫӗпе хӑналамалла. Паллах, хӑйсем хатӗрленӗскерпе, лавккара туяннипе мар.
Мала тухнӑ хӗр пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Чӑваш пике» ӑмӑртӑва хутшӑнӗ — унта вара ытти регисонсенчи пикесемпе тупӑшса маттурлӑха кӑтартма тивӗ. Ӑмарту Шупашкарта (иртӗ ҫулсенче Мускавра ытларах иртетчӗ) кӑҫалах иртӗ.
Иртнӗ шӑматкун, нарӑсӑн 6-мӗшӗнче, Тӑвай районӗн центрӗнче волейболистсен уявӗ пулчӗ. Ҫав кун спорткомплекспа Тӑвайри вӑтам шкулӑн спорт залӗсенче В.Г.Васильев кубокӗшӗн ҫивӗчрен те ҫивӗч ӑмӑртусем пычӗҫ. 9 команда таранах хутшӑнчӗ асӑну турнирне: Шупашкарти «Дорстройпа» «Старко», Вӑрнар, Канаш, Комсомольски, Куславкка районӗсен, Тӑвайри «Дорстрой», Тушкилпе Тӑрмӑш ҫамрӑкӗсем.
Ӑмӑртусене хутшӑнакансене район пуҫлӑхӗ Н.Иванов саламларӗ. Васильев кубокӗ волейбол спортне аталантарас, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, кӑҫалхипе 10-мӗш хут иртнине палӑртрӗ. Ҫавӑн пекех ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Г.Васильев, депутатсен районти Пухӑвӗн председателӗ Ю.Алексеев тата Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Разин сӑмах каларӗҫ.
Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗпе уҫрӗҫ турнира. Пирвайхи тӗл пулура Тӑвай районӗпе Тӑрмӑш ялӗн ветеранӗсем вылярӗҫ, малалла — ушкӑнсем ҫине пайланса.
Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедри йӗркеленипе «10-11 классен чӑваш литератури учебникӗсемпе хрестоматийӗсем» темӑпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ҫавра сӗтел тӗллевӗ — авторсене учебникпа хрестоматисен ҫӗнӗ кӑларӑмӗ валли сӗнӳ парасси. Калаҫӑва кашни районтанах килнӗ вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ. Канашлӑва Чӑваш Республикинчи тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен ассоциацийӗн ертӳҫи Г.Л.Никифоров уҫрӗ. Чи малтанах 10-мӗш класӑн вӗренӳ кӗнекин авторӗ В.Г.Родионов профессор тата 11-мӗш класс вӗренӳ кӗнекин авторӗ Г.И.Федоров профессор сӑмах илчӗҫ, ҫӗнӗ кӗнекесен тытӑмӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерствин тӗп специалисчӗ И.В.Ядранская, Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литератури кафедрин пуҫлӑхӗ Ю.М.Виноградов, Чӑваш наци лицейӗн вӗрентекенӗ Г.Л.Никифоров, Шупашкар районӗнчи Кӑшавӑш шкулӗн вӗрентекенӗ Е.
Авӑн вӗҫӗнче Шупашкарта “Ылтӑн кӗркунне” ятлӑ Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль-конкурс иртнӗ. Унта Тӑвайри музыка шкулне ҫӳрекенсем те ҫиччӗн хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ номинацисенче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ. Халӑх юррисене юрлассипе Екатерина Араповӑпа “Забава” ансамбль палӑрнӑ, вӗсене II степень лауреачӗн дипломӗсемпе тата “Ника” статуэткӑпа наградӑланӑ (руководителӗ Н.Петрова). Музыка инструменчӗсемпе вылякансен конкурсӗнче (ансамбльсем хушшинче) Елена Андреевапа Виктория Григорьева (руководителӗ С.Глухова) I степень диплома тивӗҫнӗ. Ку номинацире вара уйрӑм участниксенчен тӑмрапа выляса Елена Андреева (руководителӗ И.Григорьева) та лайӑххисен шутне кӗнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене малашне те ӳсӗмсем, вӗсен вӗрентекенӗсене учительсен тата Пӗтӗм тӗнчери музыка кунӗсемпе ӑшшӑн саламласа ырлӑх-сывлӑх, ӑнӑҫу сунатпӑр.
Сӑнӳкерчӗкре: Е.Арапова, Т.Семенова, А.Вьюник конкурс вӑхӑтӗнче.
Ку эрне вӗҫӗнче Тӑвай районӗнче йывӑҫ лармалли субботник иртӗ. Мероприятине тӗрлӗ организацисемпе предприяти ӗҫченӗсем, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ҫутҫанталӑка юратакансем хутшӑнма килӗшнӗ. Уйрӑмах Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернишӗн халалласа хывнӑ парксенчи йывӑҫсене ҫӗнетме палӑртнӑ. Вӑл йышши парксем Тӑвай ялӗнче тата Кивӗ Элпуҫпа Вӑрманти Тӑрӑн ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ — унти халӑх уйрӑмах тӑрӑшса ӗҫлеме хатӗрленеҫҫӗ — лартмалли йывӑҫа шыраҫҫӗ, паркри ӗҫе палӑртаҫҫӗ.
Тӑвай районӗнчи ял хуҫалӑх кооперативӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем выльӑх апатне хатӗрлеме пуҫланӑ. 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне пурӗ 215 тонна утӑ хатӗрленӗ.
Уйрӑмах ҫак хуҫалӑхсене асӑнса хӑварас пулать: «Акконд-агро» фирма 115 тонна, «Тушкил» ЯХПК — 80 тонна, Ленин яч. ЯХПК — 20 тонна, «Грачёвпа» «Хумышев» фермер хуҫалӑхӗсем — 50 тонна хатӗрленӗ.
«Акконд-агро» фирма» УАО ҫавӑн пекех 80 тонна сенаж хывнӑ.
Иртнӗ шӑматкун Тӑвай ялӗнче В.Г. Васильева асӑнса волейбол Кубокӗ иртрӗ. Ӑмӑртӑва 7 ушкӑн хутшӑнчӗҫ: Тӑвай районӗнчен тӑватӑ ушкӑн, иккӗ Муркаш районӗнчен тата Шупашкарти «Старко» ҫурт тӑвакан фирмӑн ушкӑнӗ.
Ӑмӑртӑва ирттерекенсемпе курма килнӗ хӑнасем вӑйӑсем интереслӗ иртнине, пур ушкӑн та мала тухассишӗн пӗтӗм вӑйне хунине палӑртрӗҫ.
Вӑйӑ ушкӑнӗсем пӗр-пӗринпе темле тапӑҫнӑ пулин те ӑмӑртӑва районти ушкӑн ҫӗнтерсе илчӗ: пӗрремӗш вырӑн «Дорстрой» ООО ушкӑнне лекрӗ. Иккӗмӗш вырӑна «Старко» фирмӑн ушкӑнӗ, виҫҫӗмӗшне «Тушкил» ЯХПК ушкӑнӗ лекрӗ. Вӗсене пурне те Дипломпа парнесем пачӗҫ. Парнесем чи лайӑх вылякансене те лекрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |